Китай ҫыннисем Пӑрачкав районӗнче агропарк тата теплица комплексӗ тӑвасшӑн. Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Мускавра кун пирки алӑ пуснӑ. Унта палӑртна тӑрӑх, Пӑрачкав районӗнче 5 пин гектар ҫӗре «Чӑваш Ен-Сычуань» агропромышленноҫ комплексне парӗҫ.
Агропаркра выльӑх ӗрчетӗҫ, пахча ҫимӗҫ ӳстерӗҫ, ял хуҫалӑх продукцине туса кӑларӗҫ. Китай делегацийӗ Чӑваш Енре ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫӗнче пулса курнӑ ӗнтӗ. Шӑпах ун чухне вӗсем пысӑк ҫӗр лаптӑкӗсемпе кӑсӑкланнӑ. Китай ҫыннисем ун чухне Пӑрачкав, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Улатӑр районӗсенчи ҫӗрсене пӑхнӑ. Юлашкинчен Пӑрачкав районӗнчине суйланӑ.
Агропарк уҫӑлсан ӗҫ вырӑнӗсем пулӗҫ. Тата ҫӗрсем пушӑ выртмӗҫ.
Китай хӑнисем Чӑваш Енре пулнӑ май ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен предприятисен ӗҫӗпе паллашнӑ. аякран килсе ҫитнӗскерсене тарават чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӑш пиллӗн кӗтсе илнӗ, Йӗпреҫ районӗнче вара мороженӑйпа хӑналанӑ.
Китай делегацийӗ Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенчи сӗт-ҫу тирпейлекен предприятисенче ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ. Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери сӗт-ҫу савутӗнче, «Волга АЙС» акционерсен обществинче, Вӑрнарти ҫусӑрлатнӑ сӗт савутӗнче пулнӑ. Предприятисен ертӳҫисем Китай хӑнисене производствӑпа паллаштарнӑ, хӑйне евӗр экскурси те йӗркеленӗ. «Волга АЙС» предприятире туса кӑларакан мороженӑйпа сӑйланӑ. Китай делегацине Чӑваш Енре туса кӑларакан, ҫуллахи шӑрӑхра уйрӑмах сутӑнакан ҫак пылак ҫимӗҫ питех те килӗшнӗ.
«Чӑваш бройлерӗнче», пӗлтӗрхипе танлаштарсан, лару-тӑру япӑхланнӑ. Ҫавна май ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов канашлу ирттернӗ, чӑх-чӗп хапрӑкӗнчи ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче предприяти 55,1 миллион тенкӗ тупӑш илнӗ. Ку пӗлтӗрхинчен 266,7 пин тенкӗ сахалрах. Хапрӑк тӑкакӗ 30 миллион тенкӗрен иртнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗ тӗлне электричество парӑмӗ 7,4 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Шупашкар районӗн ҫыннисенчен ҫӑхав та килме пуҫланӑ: предприятирен ял хуҫалӑх техникине саккунсӑр майпа илсе тухаҫҫӗ-мӗн.
Иртнӗ эрнере Игорь Мясникова директор должноҫӗнчен кӑларнӑ. Халӗ ку тивӗҫе тӗп бухгалтер Валентина Михайлова пурнӑҫлать.
Ҫӗрпӳ районӗнче ҫак эрнере «Урпа, салат, хӑмла тата сӑра» Атӑлҫи уй кунӗ иртнӗ. Мероприятие пухӑннисем малтан Ҫӗрпӳри «Чӑвашхӑмлапром» акционерсен уҫӑ обществинче пулса курнӑ. Унта темиҫе ҫул каялла та пулнӑ Андрей Иванов журналист «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, малтанхинчен нимӗн те улшӑнман. Предприяти пуҫлӑхӗ Геннадий Горланов РФ Ял хуҫалӑх министерствин ӳсен-тӑран департаменчӗн директорӗ Петр Чекмарев килсен те оборудовани пуррине, анчах хӑмла ҫителӗксӗррине пӗлтернӗ, хальхинче те ҫавнах каланӑ.
Чӑн та, обществӑра вырнаҫтарнӑ Германире туса кӑларнӑ техника сехетре 1500 кг гранула хатӗрлет, анчах ӑна валли чӗр тавар ҫитсе пымасть. Темиҫе ҫул каялла Вӑрмар тата ытти хӑш-пӗр районти хуҫалӑхсем ҫеҫ мар, уйрӑм ҫынсем те ку культурӑна самай туса илнӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи «Гвардия» тата «Правда» хуҫалӑхсенче хӗрӳ вӑхӑт пырать. Унта сенаж хатӗрлеҫҫӗ.
Ку хуҫалӑхсенче сенажа хальхи йышши техникӑпа усӑ курса хатӗрлеҫҫӗ. Ҫакӑ апат пахалӑхне те, сӑвӑма та лайӑх витӗм кӳрет.
Сергей Никитин хуҫалӑхӗнче иртен пуҫласа каҫчен хирте тӑрӑшаҫҫӗ. Сенажа чӗркекен техника ӗҫе хӑвӑртрах, лайӑхрах тума пулӑшать. Ӑна хуҫалӑх виҫӗ ҫул каялла туяннӑ.
Сергей Никитина ҫак техникӑна туяниччен ют ҫӗршыври хуҫалӑхсен опычӗпе паллашнӑ. Ҫӗнӗ техника курӑка ҫулса тӗркене пуҫтарсанах ӑна хутаҫпа чӗркемелле. Сывлӑш кӗртмест вӑл, ҫавна май бактерисем ӗрчемеҫҫӗ. Уйра хӗл каҫарма хӑварсан та нимӗн те пулмасть.
Ҫӗнӗ техника усӑ панӑ. Кӑҫал хуҫалӑхра сӑвӑм ӳснӗ. Сӑмах май, Сергей Никитин техникӑна 4 миллион тенкӗпе туяннӑ. Вӑл хӑйӗн хакне кӑларнӑ ӗнтӗ.
Елчӗксем вырмана хатӗр. Кӑҫал ӗҫе каярах пуҫӑнни, паллах, хуҫалӑхсене пӑшӑрхантарать. Ҫанталӑк лайӑх тӑрсан «Рассвет» хуҫалӑх вырмана тухма палӑртнӑ.
Елчӗк районӗнче кӑҫал 40 пин те 122 гектар ҫинче тыр-пул акнӑ. 22 пин гектарӗ – пӗрчӗллӗ тата парҫа йышши культурӑсем. Акнӑ вӑрлӑхӑн 30 яхӑн проценчӗ элитлӑ пулнӑ.
Хуҫалӑхсем тухӑҫлӑ тыр-пулӑ туса илсе выльӑх йышне ӳстерме палӑртнӑ. Районта кӑҫалхи ҫур ҫулта мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ 400 ытла пуҫ хушӑннӑ.
«Рассвет» вырмана тухма 4 ҫӗнӗ комбайн илнӗ. Техника 7 метр сарлакӑшне илет. Курӑка пӗр е икӗ валпа хӑварать. Хуҫалӑхра 1430 гектар ҫӗр. 610-шӗ ҫинче – тыр-пул. Вӗсем тыр-пула лайӑх пухса кӗртме талпӑнаҫҫӗ.
Паян инкеклӗ лару-тӑру пирки асӑрхаттаракан тата ӑна сирекен комисси ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева республикӑра инкеклӗ лару-тӑру пулнине йышӑнма сӗннӗ. Ку – вӑраха тӑсӑлнӑ ҫумӑра пула. Ку ял хуҫалӑха япӑх витӗм кӳрет.
Утӑн 18-мӗшӗ тӗлне пур ҫӗрте те тӑпрара нӳрӗк ытлашши пулнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта ку кӑтарту 4-5 хут ӳснӗ. Синоптиксем ҫурла уйӑхӗнче те ҫумӑр нумай ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ.
Сивӗ ҫанталӑка тата ҫумӑр ҫунине пула ҫурхи культурӑсене икӗ эрне каярах акма тытӑннӑ, ҫӗртме варринче ҫеҫ вӗҫленӗ. Выльӑх апатне хатӗрлемешкӗн те ҫумӑр кансӗрленӗ.
Хальлӗхе вырмана тухман-ха. Ытти чухнехипе танлаштарсан, кӑҫал 3 эрне кая юлнӑ. Ҫавна май ҫухату 20-25 пин тоннӑпа танлашма пултарать. Ҫӗрулми ҫухатӑвӗ – 30-35 тонна. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ку 500 миллион тенкӗ тӑкакпа танлашӗ.
Метеостанци ҫутҫанталӑкшӑн хӑрушӑ пулӑм асӑрханӑ. Кун пирки ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет.
Юлашки вӑхӑтра республикӑра ҫумӑр нумай ҫурӗ. Ҫавна май уй-хирти ӗҫ кая юлса пырать. Чӑваш гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ял хуҫалӑх культурисене ӳсмешкӗн тата аталанмашкӑн агреметеорологи условийӗсем япӑх пулнӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, уй-хирти ӗҫ 10–14 куна юлса пырать. Агрометеорологин Ҫӗрпӳри посчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 1–21-мӗшӗсенче тӑпрара нӳрӗк ытлашши нумай пулнӑ. Ҫакӑ выльӑх-чӗрлӗх апатне хатӗрлеме чӑрмантарать.
Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчеме пӑрахнӑ. Вӑл — усламҫӑ. Арҫын налук тӳлемен тесе шухӑшланӑ.
Арҫын услам ӗҫӗпе аппаланнӑ. Унӑн ӗҫӗ сӗт юр-варӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл 2015 ҫулхи иккӗмӗш кварталшӑн налук тӳлемен имӗш. Ку 2 миллион та 900 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарсан, пурлӑхне арестлесен усламҫӑ тӑкака тӳрех саплаштарнӑ: 3 миллион та 800 пин тенкӗ налук тӳленӗ. Ҫавна май айӑрланаканскер пуҫиле ӗҫе пӑрахӑҫлама ыйтса ҫырнӑ.
Нумаях пулмасть Пушкӑртстанри Ӗпхӳ районӗнче сухаҫӑсен VI уҫӑ чемпионачӗ иртнӗ. Унта хамӑр ҫӗршыври тата чикӗ леш енчи механизаторсем хутшӑннӑ. Чӑваш Ен чысне Йӗпреҫ районӗнчи О.А. Корнилов фермер хуҫалӑхӗнчи Василий Корнилов хутшӑннӑ.
Сухаҫӑсен тӑрӑшӑвне Европӑри сухаҫӑсен федерацийӗн тата Пӗтӗм тӗнчери сухаҫӑсен орнанизацийӗн пӗтӗм тӗнчери судьясен коллегийӗ хакланӑ. Уйӑрса панӑ лаптӑка 3 сехетре сухаланӑ. Судьсем касӑ тарӑнӑшне, тӳрӗ пынине, плуг тӑпрана хитре кӗрсе тухнине тата ыттине шута илнӗ.
Раҫҫейри чемпионатра Василий Корнилов 30 механизатортан 15-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Конкурсҫӑсем хушшинче Эстонири тата Ирландири механизаторсем пулнӑ. Уҫӑ конкурсра Йӗпреҫ каччи, фермер ывӑлӗ 17-мӗш вырӑна тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |